Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Чӑваш тӗррин шкулӗ

Чӑвашлӑх
"Тӑван ен" хаҫат сайтӗнчи сӑн
"Тӑван ен" хаҫат сайтӗнчи сӑн

Пӗлтӗр Чӑваш тӗррин шкулӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Нумаях пулмасть унтан иккӗмӗш ӑстрӑм вӗренсе тухнӑ.

Ҫак шкула тӗрлеме вӗренес тесе ҫӳренӗ ӑстасем 3 уйӑхра ӑсталӑх класӗсене хутшӑннӑ, лекцисем итленӗ, килти ӗҫсене пурнӑҫланӑ. Нина Михеева ку шкулта хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Унӑн хӗр ӳсет, ӑна часах качча памалла. Ҫавӑнпа Нина Михеева тупра - ал шӑлли - хатӗрлеме ӗмӗтленнӗ. Ав ӑна халӗ хӑйех тӗрленӗ.

Шкулта тӗрлӗ професси ҫыннисем ӑсталӑхне туптанӑ: музей ӗҫченӗ, вӗрентекен, дизайнер... Хальхинче вӗренсе тухакансене сертификат кӑна мар, хушма пӗлӳ пулнине кӑтартакан удостоверени те панӑ. Ку таранччен шкултан 30 ытла ӑста вӗренсе тухнӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне карьерӑра ӳсмелли майсем туса парӗ, анчах ниме пӑхмасӑр йӑлт пӗлме тӑрашни, хӑвӑрӑн позицие ҫине тӑрса ӗнентерни ҫӗнӗ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме чӑрмантарӗ. Тӑрук вӑй пӗтни тупӑша тума чӑрмантарӗ.

Чӳк, 22

1935
91
Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
69
Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын